Республикӑн халӑх пултарулӑх центрӗ Канаш районӗнчи Культура ҫуртӗнче ҫамрӑксем валли «Вечерка вместо дискотеки» программа ирттернӗ. Тепӗр майлӑ каласан, ку вӑл Пӗрлехи фольклор кунӗ тенине пӗлтерет. Мероприяти тӗллевӗ — чӑваш йӑли-йӗркине ҫӗнӗ технологисем урлӑ ҫамрӑксем хушшинче сарасси.
Мероприятие 12 юрӑпа ташӑ коллективӗ хутшӑннӑ. Вӗсем тӗрлӗ йӑла-йӗркене кӑтартса панӑ: «Утӑҫи», «Салтака ӑсатни», «Тӑла тӳни», «Кӑшарни», «Улах», «Йӗтес чӗртни», «Ача чӑкӑчӗ», «Мӑнкун», «Ниме», «Туй», «Ҫӑнӑхта».
Пӗрлехи фольклор кунне Элӗк районӗнчи «Валинкке», Патӑрьел районӗнчи «Ҫӑлкуҫ», Йӗпреҫ районӗнчи «Эревет», Канаш районӗнчи «Татмӑш ен», Комсомольски районӗнчи «Шурӑмпуҫ», Красноармейски районӗнчи «Трак ен», Хӗрлӗ Чутай районӗнчи «Шокӑль», Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Сӗнтӗр», Муркаш районӗнчи «Екрем», Ҫӗрпӳ районӗнчи «Ямаш», Шупашкар районӗнчи «Шордан», Шӑмӑршӑ районӗнчи «Аххаяс» коллективсем хутшӑннӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи "Звездный" уйлӑхан директорӗ пулнӑ ҫынна тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ тата штрафланӑ. Кун пирки прокуратура тата Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем пӗлтереҫҫӗ.
Директор пулнӑ чухне ҫак арҫын 2019 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче арӑмӗ урлӑ пӗр ҫынран 14 пин тенкӗ илнӗ. Куншӑн вӑл унӑн икӗ ачине уйлӑха путевкӑсӑрах илме шантарнӑ. 2019 ҫулхи ҫӗртме-чӳк уйӑхӗсенче вӑл кӗсйине 180 пин тенкӗ чикнӗ. Ку укҫана вӑл бухгалтерирен илнӗ. Анчах ӑна вӑл уйлӑхшӑн тӑкакламан, хӑй пӗлнӗ пек усӑ курнӑ, штрафсем тӳленӗ.
Арҫынна тӗрмене хупмасӑр 4 ҫуллӑха айӑпланӑ тата 28 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ
Ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Сӑнав поселокӗнче республикӑри чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсен тата «Пӗрлӗхре — вӑй» общество организацийӗсен ертӳҫисен регионсем хушшинчи форумӗ иртнӗ. Унта республика Элтеперӗ Олег Николаев та хутшӑннӑ.
Форума онлайн мелпе Пушкӑрт, Тутар республикисенчи, Чӗмпӗр тата Пенза облаҫӗсенчи чӑвашсем те хутшӑннӑ.
Мероприятире пулнӑ Татьяна Наумова журналист республикӑри МИХсенчен пӗринче пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен ертӳҫи чӑваш чӗлхине вӗрентес ӗҫе улшӑнусем кӗртесси ҫинчен тухса калаҫнӑ.
«Шкулта кӑна вӗрентни сахал, ывӑл-хӗрпе килте те тӑван чӗлхепе хутшӑнмалла», — тенӗ Олег Алексеевич.
Ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Шупашкарти тӗп пляжра чутах пӗртӑван 12-ри тата 17 ҫулти хӗрачасем путса вилмен. Вӗсене шывран ҫӑлавҫӑсем кӑларнӑ. Ҫакӑ паллӑ: ачасем шыв хӗрринче ашшӗ-амӑшӗсӗр пулнӑ.
Аса илтерер: ҫак кунсенче икӗ ача путса вилнӗ. Шупашкар районӗнчи Янӑшкассинче 17-ри каччӑ путса вилнӗ, Ҫӗрпӳ районӗнчи Рынкӑ ялӗнче - 9-ти ача
Ӗнер, ҫӗртмен 17-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Янӑшкасси ҫывӑхӗнчи пӗвере 17 ҫулти каччӑ путса вилнӗ. Унӑн иккӗмӗш сыпӑкри 12 ҫулти шӑллӗне ялти арҫын ҫӑлма ӗлкӗрнӗ. Пӑтӑрмах каҫхи 8 сехет те 45 минутра пулнӑ.
Ӗнер Ҫӗрпӳ районӗнчи Рынкӑ ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере те инкек пулнӑ. Унта 9 ҫулти арҫын ача путса вилнӗ.
Ку пӑтӑрмахсем тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Виҫикасси ялӗнче пурӑнакан 39 ҫулти арҫын тӗлӗшпе Следстви комитечӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вӑл ҫывӑракан ҫынна вӗлернӗ тесе шутланӑ.
Суд унӑн айӑпне палӑртнӑ. Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче вӑл килӗнче пӗлӗш хӗрарӑмӗпе тата тусӗсемпе эрех ӗҫнӗ. Кил хуҫи 54 ҫулти арҫынна хӗрарӑма пула кӗвӗҫме пуҫланӑ. Хайхискер вӑл ҫывӑрса каясса кӗтнӗ. Унтан пуртӑ йӑтса кӗнӗ те ҫывӑракан ҫынна вӗлернӗ.
Суд 39-ти арҫынна ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ. Палӑртмалла: вӑл унччен те пурлӑхпа ҫыхӑннӑ преступленисемшӗн колонире пӗрре мар ларнӑ. Юлашки хутӗнче 2020 ҫулхи юпа уйӑхӗнче ирӗке тухнӑ.
Чӑваш Енри ача-пӑча уйлӑхӗнче ферма уҫнӑ. Выльӑх-чӗрлӗхӗнне мар-ха. Майнинг-ферма.
Саккуна пӑсса ӗҫлекен ҫав заведени Ҫӗрпӳ районӗнчи «Звездный» ача-пӑча уйлӑхӗнче тӗпленнӗ.
Вӗренӳ учрежденийӗн директорӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Майнинг-ферма энергетиксене 800 пин тенкӗ ытлалӑх тӑкак кӳнӗ.
Криповалюта хатӗрлекен оборудовани уйлӑхӑн столовӑйӗнче пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнченпе кӑҫалхи ака уйӑхӗччен ӗҫленӗ.
Оборудование кам кӗртсе вырнаҫтарнине тӗпчевҫӗсем палӑртӗҫ. Директор тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Паян ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов видиоконференци мелӗпе Ҫӗрпӳ районӗн тӗп пульницин ӗҫченӗсене ҫӗнӗ тӗп тухтӑрпа паллаштарнӑ.
Вӑл – Анджела Александровна Спиридонова, 2004 ҫулта И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн медицина факультетне пӗтернӗскер. Анджела Александровна «Сиплев ӗҫӗ» специальноҫе алла илнӗ.
Унччен вӑл Ҫӗрпӳ районӗн тӗп пульницин тухтӑрӗн ҫумӗ пулнӑ.
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, каҫхи 7 сехет хыҫҫӑн Ҫӗрпӳ районӗнчи Михайловка ялӗнче Чапаев урамӗнче нумай нумай хваттерлӗ ҫуртра пушар тухнӑ. Унта иккӗмӗш хутри виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттер ҫуннӑ.
Пушар вӑхӑтӗнче ҫуртра пурӑнакан 20 ҫынна эвакуациленӗ. Ҫӑлавҫӑсем ҫулӑма ҫур сехетренех сӳнтернӗ. Телее, инкекре ҫынсем шар курман. Халӗ пушар мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Палӑртмалла: ҫав ҫурт кивӗ, 1952 ҫулта хута янӑскер.
Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Мустаев отставкӑна кайнӑ. Мӗнле сӑлтава пула кайнине пӗлтермен. Ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче вырӑнти депутатсем ӑна ку должноҫрен срокран маларах яма йышӑннӑ.
Владимир Мустаев ку должноҫре 2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ. Унччен вӑл администраци пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ.
Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Беккер вара хӑйӗн должноҫӗнчех юлнӑ. Вырӑнти депутатсем пурте унӑн кандидатуришӗн сасӑланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |